Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

М (ЧЧҪС, I том)

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ



МАГИСТР, ҫ.п. Ӑрӑмҫӑсен (туп., 1) ятарлӑ пӗлӳпе ӑсталӑх шайне палӑртмалли сумлӑ виҫе. Юрий Лонго чӑваш тухатмӑшне В.Яндимиркина магистр ятне панӑ. Х-р, 15.10.1992, 4 с. Паллӑ сиплевҫӗ В.Авдеев магистр вӗренме чӗнет. Х-р, 3.09.1996, 4 с. Сеанс пӗтсен эпӗ ӑнлантӑм, магистр патӗнче ҫеҫ сывалма пултаратӑп. ҪХ, 1997, 41 /, 8 с.
МАГНИТОАЛЬБОМ, ҫ.с. Магнитлӑ альбом (туп.). Вӗсем [ҫӗнтерӳҫӗсем] Г.Ваккун «Пӗр сана» магнитоальбомне илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Т-ш, 1999, 6 /, 11 с. Хальлӗхе хам тӗллӗн шоу йӗркелеме иртерех пуль тетӗп... Ҫитес вӑхӑтра магнитоальбом кӑларасшӑн. Ар, 2001, 14 /, 1 с.
МАЙЛАШТАРУ,ҫ.с. Йӗркене кӗртни, капаштарни, шайлаштарни. Майлаштару аврисене [текстра, авӑрӗсене] пӑркаланӑҫемӗн ҫӑлтӑрсем ӳссех пычӗҫ. М.Сунтал, 1990, 117 с.
МАКЕТҪӐ, ҫ.с. Калӑплакан, макет хатӗрлекен ҫын; калӑплавҫӑ (туп.). Конкурссемпе выставкӑсенче кӗнеке авторӗн хушамачӗпе юнашар редактор, ӳнерҫӗ, макетҫӑ хушамачӗсене кӑтартаҫҫӗ. Д.Гордеев //Х-р, 14.06.2000, 3 с.
МАЛКУРӐМЛӐХ, ҫ.с. Малашлӑха курма пӗлни, пуласлӑха туйни. Малкурӑмлӑхӗ унӑн тахҫанах пулнӑ. Х-р, 9.06.1995, 3 с.
МАНӐҪУ, п.в. Манӑҫ, манӑҫлӑх; ӑнсӑрлӑх, тӑнсӑрлӑх. Летаҫӗр айӗнчи тӗнчен манӑҫу юхан шывӗ. Фауст, 1979, 254 с. Манӑҫу сӑлтавӗсене пула чӑваш чӗлхи те пӗтсе ларӗ, культури те сӳнӗ. Х-р, 8.10.1992, 1 с. Качакалла мекеклетсе юрлакансен хисепсӗр йышне те тӳсӗ ...манӑҫури сивлек ҫӗр. Н.Теветкел //ҪХ, 1997, 28 /, 5 с. Манӑҫун сивӗ-сивӗ тӑприйӗ ан виттӗр. М.Сениэль //Я-в, 2000, 12 /, 60 с.
— манӑҫу чирӗ (К-н, 1986, 24 /, 5 с.; К-н, 1987, 1 /, 6 с.); манӑҫу тусанӗ (Х-р, 11.04.1998, 7 с.).
МАНКУРТ, ҫ.с. Несӗлне маннӑ, наци туйӑмне ҫухатнӑ пархатарсӑр ҫын е халӑх; ансух. Манкуртсене хатӗрлемелли инструкци-ҫке-ха ку! Х-р, 17.03.1992, 5 с. Тутар халӑхӗ манкурта тухас пулӑмран питӗ аякра. Х-р, 3.10.1992, 2 с. Совет влаҫӗ Раҫ-ҫейри халӑхсене манкурта кӑларасшӑн пулнӑ. Х-р, 8.06.2002, 1 с.
— ҫурма манкурт (Х-р, 3.10.1992, 2 с.);
— манкуртла сӑмах, манкуртла такмак (В.Егоров //Х-р, 4.08.1993, 4 с.).
МАНКУРТЛӐХ, ҫ.с. Иртнӗ ӗмӗрсемпе ҫыхӑну ҫухатни, халӑхӑн ӑс-хакӑл эткерӗнчен писни. Халӑх астӑвӑмӗ мӑкални нимрен те хӑрушӑ, ку вӑлманкуртлӑх. Ю.Артемьев, 1991, 48 с. Манкуртлӑха пӗтермесӗр преступлени те чакмӗ, экономикӑпа культурӑра, наукӑра тата ытти ҫӗрте ӳсӗм пулмӗ. Х-р, 3.10.1992, 2 с. Наци нигилизмӗ, ... пуласлӑха ӗненменни, манкуртлӑх т.ыт. те пӑшӑрхантарма тивӗҫ пире. Х-р, 15.09.2001, 2 с.
МАНУАЛЛӐ, ҫ.с., мед. Сусӑрланнӑ вырӑна алӑ витӗмӗпе сиплекен; алӑ вӑйӑмлӗ. Мануаллӑ терапи, ӑна алӑ терапийӗ те теме пулать, юлашки вӑхӑтра уйрӑмах вӑйлӑн аталанса пырать. Х-р, 18.09.1992, 3 с. Эпӗ [психотерапевт] вара массажпа, мануаллӑ терапипе тата психотерапипе усӑ куратӑп. Х-р, 13.10.1993, 4 с.
— мануаллӑ терапевт (Х-р, 17.06.1992, 4 с.); Республикӑри мануаллӑ терапи центрӗ (Х-р, 14.07.1993, 4 с.).
МАРАФОН, 1. П.п., куҫӑм. Нумая пыракан тупӑшу-ӑмӑрту; вӑрах тӑсӑлакан ӗҫ. Уапа-Уапа хулинче йӗркеленӗ музыка марафонӗ 50 куна тӑсӑлнӑ. К-н, 1982, 16 /, 10 с. Вӑт ҫав кунран пуҫланчӗ те ӗнтӗ ман марафон. Кашни кун тенӗ пекех правление чупатӑп. К-н, 1984, 5 /, 7 с. Ҫапла вара [халӑх] суйлав марафонне хутшӑнакан 5 кандидатран виҫҫӗшне кӑмӑллани курӑнчӗ. ҪХ, 1997, 50 /, 2 с. Сентябрь тата октябрь уйӑхӗсенче «Шупашкар — Атӑлҫи культура тӗп хули» марафон иртӗ. Марафона юрӑ-кӗвӗ фестивалӗ уҫӗ. ХС, 2003, 84 /, 1 с.
2. Ҫ.п. Телемарафон (туп.). Ҫӗртме уйӑхӗн 1—4-мӗшӗсенче ыркӑмӑллӑх марафонӗ ирттерчӗҫ... Предприятисемпе организацисем марафон счечӗ ҫине 320 пин тенкӗ куҫарса панӑ... Марафон йӗркелӳҫисем акцие хастар хутшӑннисене чӗререн тав тӑваҫҫӗ. Х-р, 6.06.2000, 1 с.
МАРГИНАЛЛӐ, ҫ.с. Тӗлсӗр, вырӑнсӑр; курӑмсӑр, пӗлтерӗшлех мар. Суя фольклорти маргиналлӑ такмаксене темле тӑрӑшсан та асра тытма ҫук. В.Егоров //Х-р, 4.08.1993, 4 с.
МАРГИНАЛЛӐХ, ҫ.с. Хӑнӑхнӑ тавралӑхран хӑпнӑ пирки малтанхи йӑла-йӗркерен юсни, анчах ҫӗннине те хӑнӑхайманни; ҫурмаккайлӑх. Индустри тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ аталаннӑ республика тӑвас тӗллевпе ялтан кайнӑ хресчен ачисем маргиналлӑхӑн ик айкки те тӑвайккиллӗ лачакинче пурӑнаҫҫӗ. А.Леонтьев //Я-в, 1990, 6 /, 2 с.
МАРКЕТИНГ, ҫ.с., экон. Тухӑҫлӑ ӗҫлес (тавар сутассине сарас, тупӑша ӳстерес) тӗллевпе рынок ыйтнине (туянакансен кӑмӑлне) тишкерни тата тӗллевлӗ хавхалантарни. Министр студентсем валли бизнес, маркетинг ыйтӑвӗсемпе тухса тӑракан хаҫат-журнала ҫырӑнса пама шантарчӗ. Х-р, 3.09.1996, 1 с. Ҫитес вӑхӑтра ... маркетинг службинче ӗҫлекенсем, страхлакан специалистсем кирлӗ пулаҫҫӗ. ҪХ, 1998, 3 /, 2 с. Маркетингпа ытларах ӗҫлемелле. ХС, 1999, 5 /, 3 с.
— сеть маркетингӗ (Х-р, 4.08.2001, 1 с.).
МАРШРУТКА, ҫ.с., калаҫ. Маршрутлӑ такси. «Чувашия» ресторана мӗнле ҫитмелле... Унта маршруткӑпа кайма пу-лать-и. Дегтярев, 1995, 77 с. Маршруткӑра хӗрӗнкӗрех хӗрарӑм янӑраса пыни шухӑша ячӗ. ҪХ, 2003, 2 /, 2 с. Юрать-ха маршруткӑра ҫын нумаях пулман. Х-р, 19.03.2003, 1 с.
МАСАЛЛӐ, ҫ.с. Йӳнлӗ, путлӗ, ӗренкеллӗ. Вӑрман хӗрри масарлӑран вӗттийӗсем масаллӑрах. А.Т.-Ыхра, 1998, 26 с.
МАСАСӐР, п.с. Йӗркесӗр, килпетсӗр, нӗрсӗр; элес-мелес. Масасӑр бригадир ҫинчен районти ялхуҫалӑх управленине хыпарларӑмӑр. К-н, 1968, 9 /, 10 с. Авланнӑ хыҫҫӑн масасӑр кахалланса кайрӑн. Н.Мартынов, 1990, 180 с. Мӑн аслаҫу масасӑр мӑнтӑр-и. А.Т.-Ыхра. 1998, 24 с.
— ЧВС, 1961, 224 с.; Ашмарин, VIII, 202 с.
МАСТУРБАЦИ, п.с. Ҫын ачаш вырӑнсене хускатса хӑй тӗллӗн (арлӑх ҫыхӑнӑвне кӗмесӗр) ар киленӗҫне туйни. Мастурбаци е онанизмискусствӑлла майпа ар органӗсене килентерни. П-е, 1991, 7 /, 29 с. Мастурбациарҫын е хӗрарӑм япалисен тул ен органӗсене сӗртӗне-сӗртӗне секс туйӑмне тивӗҫтерни. Я-в, 1991, 1 /, 32 с. Мастурбациалӑпа ар органӗсене вылятса ар шӗвекне кӑларса лӑпланни. МТВЧС, 1996, 110 с. Ҫынсем мастурбацие темӗнле килӗшӳсӗр те таса мар япала вырӑнне ан хуччӑр. Х-р, 22.02.2000, 3 с.
— мастурбаци ту (Ӑ-л, 1998, 4 /, 19 с.); мастурбаципе айкаш, мастурбаципе аппалан (Ар, 2001, 11 /, 3 с.), мастурбаци мелӗ (Ар, 2001, 22 /, 3 с.).
МАСШТАБЛӐХ, ҫ.с. Капмарлӑх, анлӑлӑх (туп.), мӑнӑлӑх; анлӑш. Кунта та [сӑнарта] хире-хирӗҫле виҫесеммастшаблӑхпа ансӑрлӑхпур. Я-в, 1986, 5 /, 29 с. Масштаблӑха хӑнӑхнӑ совет халӑхне ӑна масштаблӑ япала пар. Н.Егоров //ЧХК, 1995, 111 с.
МАТРУС, п.в. Ахаль моряк; матрос. Тӑварлӑ ҫилпе кастарса кӑкӑра, ишер, матруссем! П.Хусанкай, 1941, 8 с. Хамӑр ял ачи, ман тус ... пулнӑ тинӗсре матрус. Я.Ухсай, 1971, 189 с. Ман тусӑм, хӗрлӗ питлӗскер, матрус пекех вӑл сӗмсӗрскер. К.Бельман, 1999,157 с. А.Дмитриев Тинӗс Ҫар флотӗнче, шыв айӗпе ҫӳрекен атом кимми ҫинче матрус службине таса кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ. Ар, 2001, 4 /, 2 с.
— Егоров, 1936, 297 с.; Ашмарин, VIII, 211 с.
МАТЬКАССИ, п.с., калаҫ. Тарӑхни-ӳкӗннине е тӗлӗнни-хӑпартланнине палӑртмалли сӑмах; шеремет. Укҫа чиксе тухма маннӑ, матькасси. В.Ухли, 1979, 157 с. Пирӗн отделенире М.Зеленков рядовой пурччӗ. Чӑвашахчӗ вара, матькасси. Ӗҫченччӗ, вӑйлӑччӗ, кутӑнччӗ. А.Т.-Ыхра, 2000, 30 с. Матькасси, пулмарӗ кирпӗч вӑрласси. Ар, 2001, 34 /, 3 с.
МАУНТИНБАЙК (МАУНТЕЙНБАЙК), ҫ.с., спорт. Велосипед спорчӗн тӗсӗ, сӑрт-туллӑ вырӑнта ятарлӑ велосипедпа ӑмӑртни. Куславкка районӗнчи Карач ялӗнче ҫуралса ӳснӗ тӗнче класлӑ спорт мастерӗ Н.Пашкова Атлантӑра иртнӗ XXVI Олимп вӑййисенче маунтейнбайк енӗпе ӑмӑртрӗ. Х-р, 12.09.1996, 1 с. И.Ягупова маунтинбайк енӗпе ӑмӑртма Олимпиадӑна тухса кайнӑ. ҪХ, 2000, 37 /, 1 с. Раҫҫейӑн пӗрлештернӗ командинче О.Иванова (хӑвӑрт утакан), ... И.Ягупова (маунтинбайк) тупӑшма пултарчӗҫ. Х-р, 1.08.2000, 1 с.
— маунтейнбайк ӑстисем (ҪХ, 1999, 4 /, 10 с.); Европӑн маунтинбайк чемпионачӗ (ҪХ, 2000, 34 /, 10 с.); маунтинбайк енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионачӗ (Х-р, 26.09.2001, 4 с.).
МАФИОЗИ, ҫ.с. Мафипе, преступниксен вӑйлӑ аталаннӑ ушкӑнӗпе ҫыхӑннӑ этем. Тӗрлӗ плакатсем нумай ... Республикӑри «мафиозисене» ответ тыттармалли ҫинчен. Х-р, 17.03.1992, 1 с. Халӑх ӗҫкӗпе иртӗхни ... халӑха тата патшалӑха пӗр айӑпланмасӑр ҫаратса пуякан мафиозишӗн питӗ тупӑшлӑ. Х-р, 5.09.1996, 4 с.
— мафиозие арестле (Х-р, 25.09.1996, 4 с.); мафиозисен тусӗ (ҪХ, 2000, 17 /, 4 с.).
МАЧО, ҫ.с., калаҫ. Арҫынлӑхӗпе (туп.) курӑмлӑ ар; чӑн-чӑн аҫа. Андрей-ЭнтриМадридра ҫуралмалли мачо, Энрике. Ар, 2001, 40 /, 2 с. Рурк ... «тӑраннӑ» та иртӗннӗ мачона вылять. Х-р, 12.07.2002, 3 с.
МӐКӐЛЬ, п.п, калаҫ. е МӐКӐРӐЛЧӐК, ҫ.п. Каҫрашка; сӗмсӗркке, хӑлӑхсӑрланса кайнӑ ҫын. Хӑй ҫав-ҫавах паттӑр пӑхкалать-ха. Ахальтен мар ӑна редакцинчи шӑл йӗренсем Мӑклакассинчи мӑкӑль тесе тӑрӑхлатчӗҫ. Хв. Уяр, 1965, 43 с. Поселокри «мӑкӑльсенчен» пӗри, Сейф хушаматлӑ услап лара па-рать унӑн кравачӗ ҫинче. Б.Чиндыков //ТА, 1988, 10 /, 24 с. Вӑл ҫӗр улми туянма килнӗ ҫынсенчен куланай шӑйӑрса тӑнӑ-мӗн. Мӗнех, ун йышши мӑкӑрӑлчӑка пусармаллах. ҪХ, 1999, 10 /, 1 с.
МӐР-МӐР, п.с. Кушак. Пӗррехинче ҫапла, кӗтӗм те сарайне, курах кайрӑм, пирӗн мӑр-мӑр кашта ҫинче лара парать. К-н, 1978, 4 /, 9 с. Мӗскӗн чӗр чун, хӑтӑлтӑм иккен тесе, тарма тӑрать кӑна«мӑр-мӑр» каллех ун ҫине сиксе ӳкет. ҪХ, 1999, 42 /, 4 с. Мӑр-мӑр сӗтел-пукана е обойсене ан чӑрмалатӑр... ЧХ, 2002, 51 /, 6 с.
— Ашмарин, VIII, 316 с.
МӐСӐЛЬМАНЛАН, п.в. Мусульманлан туп.
МӐСӐЛЬМАНЛӐХ, ҫ.с. Мӑсӑльман тӗнӗ, мӑхамет тӗнӗ, ислам. Мӑсӑльманлӑх Пӑлхарта ҫӗкленӗ тет хӗҫ-хӑртне. Г.Юмарт, 2001, 16 с.
МӐЧАВӐР, ч.с. Чӑваш тӗнӗн йӑли-йӗркине пӗлекен ҫын; чӳк пуҫӗ, кӗлевҫӗ, апӑс. Колхозри пӗр ҫынҫӳҫне кастармасӑр, сухалне хырмасӑракатуй тӗлне чӑн чӑваш мӑчавӑрне тухса кайма приказ илнӗ. А-и, 1992, 22 /, 3 с. Ю.Беляев мӑчавӑр тӗрлӗ ҫимӗҫсем парса чӳклерӗ, ... И.Соловьев мӑчавӑр кӗлӗ турӗ. Х-р, 2.09.1992, 2 с. Ял мӑчавӑрӗ, чӑваш халӑх ӑсчахӗ Е.Ерагин учитель чӳклеме ирттерчӗ. Х-р, 25.08.1998, 1 с. Якуркка Микихверӗ мӑчавӑр пил пачӗ. ҪХ, 1999, 7 /, 1 с.
— Аслӑ мӑчавӑр (ҪХ, 2000, 11 /, 10 с.).
МӐШКӐЛИЗАЦИ, п.с., шӳтл. Мӑшкӑл кӑтартни, хур туни; мӑшкӑл-хур, мӑшкӑллӑх. Ку аффикс [-изаци] пулӑшнипе пирӗн чӗлхере пӗр сӑмах кӑна ҫуралнӑ... Мӑшкӑлизаци! ЧЧП, 1999, 181 с. Тап-таса, чи тӑрӑ мӑшкӑлизаци. ҪХ, 1999, 9 /, 4 с.
МЕГАПОЛИС, ҫ.с. Виҫесӗр ӳссе кайнӑ хула; мӑнттай хула. Мегаполиссен паянхи чи кӑткӑс ыйтӑвӗапат-ҫимӗҫ ыйтӑвӗ. Х-р, 16.09.1992, 2 с. Тӗпрен илсен, Питӗр, Мускав, Чулхула йышши мегаполиссенче ... сарӑлнӑ пулнӑ вӑл [наркомани]. ҪХ, 1998, 48 /, 3 с. Ҫынсенчен чылайӑшӗ пысӑк мегаполиссенче е орбитӑри спутник-хуласенче пурӑнӗ. Ар, 2001, 8 /, 3 с.
МЕДАЛЬҪӐ, ҫ.с. Медаль илме тивӗҫ пулнӑ ҫын; медалист. В.Чернов... ҫӗршыври халӑх пултарулӑх выставкисен лауреачӗ, ВДНХ медальҫи. ХЭ, 1996, 156 с.
МЕДИТАЦИ, ҫ.с. Йогӑра (туп.), психотерапире усӑ куракан хӑнӑхтару, канӑҫлӑн шухӑша путни. Медитаци ... чух ҫын ӳт-пӗвӗ ҫемҫелет, кӑмӑл-туйӑм палӑрмасть, этем тулашри япаласенчен уйрӑлать. ЧЛ, 1994, 11 кл., 236 с. Манӑн медитаци пуҫланнӑ. Х-р, 3.09.1996, 4 с. Медитаци вӑрттӑнлӑхне-ӑсталӑхне ӑна халӑхӑмӑр панӑ. ҪХ, 10.04.1998, 7 с. ДНК кӗвви Инди ҫӗр-шывӗн медитаци кӗввине аса илтерет имӗш. С-х, 2000, 9 /, 4 с.
— медитаци пози (С-х, 2000, 5 /, 4 с.); медитаципе аппалан (ҪХ, 2003, 8 /, 10 с.).
МЕДПУЛӐШУ, п.с., кӗск. Медицина пулӑшӑвӗ. Выҫӑ тытакансем патне ... васкавлӑ медпулӑшу машини пынӑ. Х-р, 19.09.1992, 1 с. Арӑмӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗнтернӗ. Х-р, 10.06.1995, 3 с. «Васкавлӑ медпулӑшу» пӗлтернинчен... ҪХ, 1998, 37 /, 8 с. Ку сиплев учрежденийӗ 11 ялти тӑватӑ пине яхӑн ҫынна медпулӑшу парса тӑрӗ. Х-р, 12.07.2001, 1 с.
— хулари медпулӑшу станцийӗ (К-н, 1967, 1 /, 4 с.); васкавлӑ медпулӑшу больници (Х-р, 29.07.1998, 2 с.).
МЕДСАНПАЙ, ҫ.с., кӗск. Медицинӑпа санитари пайӗ; медсанчасть. Медсанпайра Чӑваш енри пӗртен-пӗр проктологи уйрӑмӗ ӗҫлет. Х-р, 29.10.1993, 4 с.
МЕДФАК, п.с., кӗск. Медицина факультечӗ. Люда ... Чӑваш университетӗнчи медфака кӗчӗ. Я-в, 1986, 10 /, 17 с. Ҫапла, чӑн-чӑн врач эпӗ халӗ, медфак студенчӗ мар текех. Ю.Силэм, 1989, 3 с. Медфакран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Йошкар-Олана психиатр пулса ӗҫлеме ячӗҫ. Х-р, 16.03.1994, 3 с.
— медфак пӗтер (К-н, 1977, 13 /, 10 с.; П.Осипов, 1984, 117 с.); медфакра вӗрен (ТА, 1988, 10 /, 22 с.).
МЕКӖРЛЕНӲ, ҫ.с. Мекеҫленни, тапаҫланни, питӗрленни. Сталин ятне ҫӗклес мекӗрленӳ. Л.Таллеров //Х-р, 20.07.2001, 2 с.
МЕНЕДЖЕР, п.с., экон. Пӗр-пӗр тытӑм (компани, предприяти, банк) ӗҫне йӗркелесе-ертсе пыма тара тытнӑ ҫын; менеджмент ӑсти, управляющи. Манӑн пурнӑҫпа ҫав таранах интересленетӗр пулсан, хамӑн менеджерпа та паллаштаратӑп. Х-р, 29.06.1995, 3 с. Эпӗ акӑ хамах пуҫлӑх та, менеджер та, водитель те. ҪХ, 1999, 1 /, 2 с. Бизнес ӗҫне пуҫарса ярас текен ҫамрӑкӑн юрист, бухгалтер, менеджер ӗҫӗсене тӗплӗ пӗлмелле. Х-р, 6.07.1999, 3 с. Университет хыҫҫӑн пӗр заводра менеджер пулса ӗҫлерӗм. Ар, 2002, 13 /, 2 с.
— менеджерсен йышӗ, менеджер-экономист (Х-р, 25.06.1992, 1 с.); менеджер дипломӗ (Х-р, 15.06.1993, 1 с.); менеджер профессийӗ (К-ш, 23.06.2000, 1 с.); менеджер туп (Х-р, 25.12.1997, 4 с.);
— коммерци менеджерӗ (Х-р, 24.01.1996, 1 с.); фирма менеджерӗ (С-х, 2000, 34 /, 4 с.).
МЕНЕДЖМЕНТ, ҫ.с., экон. Ӗҫ тӑвӑма (производствӑна) ӑнӑҫлӑ йӗркелесе ертсе пымалли ӑслай-меслет пӗрлӗхӗ; управлени йӗрки. Санкт-Петербургри патшалӑх техника университечӗн Шупашкарти экономикӑпа менеджмент институчӗ. ҪХ, 1997, 38 /, 3 с. Ӑна «Менеджмент стратегийӗн тытӑмӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» паллӑ панӑ. Х-р, 14.06.2000, 1 с. Паллӑ предприятин те менеджменчӗ япӑх ӗҫлет. Х-р, 21.07.2001, 1 с.
— финанс менеджменчӗ, менеджментпа маркетинг центрӗ (ҪХ, 2003, 13 /, 4 с., 13 с.).
МЕНТ, п.с., калаҫ., мӑшк. Шалти ӗҫсен пайӗн сотрудникӗ; милиционер. Тата ментсем канӑҫ парӗҫ тетӗн-и, таврӑнсан. В.Садай, 1982, 193 с. Санкт-Петербургри «ментсен» ӗҫӗ-хӗлне ҫутатакан телесериал чӑн пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ. Х-р, 17.04.2001, 2 с.
МЕНТАЛИТЕТ, ҫ.с. Пӗр-пӗр халӑхӑн, социаллӑ ушкӑнӑн е уйрӑм ҫыннӑн ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-туйӑм уйрӑмлӑхӗ; тӗнчекурӑм (туп.). Япони е Швеци экономикин чечекленӗвӗ наци менталитечӗ ҫинче йӗркеленнӗ. Х-р, 28.09.1996, 2 с. Ҫавӑнпа та [специалистсем ҫуккипе] ташӑсенче чӑваш халӑхӗн менталитетне, этикетне тӗрӗс мар кӑтартса параҫҫӗ. УС, 10.04.1998, 7 с. Чӑваш менталитечӗ сӑпайлӑхпа, илемлӗхпе ҫыхӑннӑҫавна манас марччӗ. Ар, 2001, 22 /, 1 с.
— паянхи менталитет (Я-в, 2000, 5 /, 47 с.); обществӑлла менталитет (Х-р, 12.07.2001, 3 с.); чуралла менталитет (Х-р, 5.04.2001, 3 с.).
МЕРЧЕНҪӖ, ҫ.с. «Мерчен» ансамбль юрӑҫи. Пушкӑрт-станри Шланлӑ ялӗнче «Мерчен» фольклор ансамблӗ ӗҫлет... «Пӗчӗк ҫеҫ путене» фестивале те хутшӑннӑ мерченҫӗсем. Х-р, 2.09.2000, 4 с. Мерченҫӗсен магнитофон пленки ҫине ҫырса илнӗ юррисем кашни студентӑн фонотекинче пулнӑ. Х-р, 2.07.2002, 7 с.
МЕСЛЕТЛӖХ, ҫ.с. Пӗр-пӗр ӗҫе ӑнӑҫлӑ ирттермелли е вӗрентмелли мел-ӑслай пӗрлӗхӗ; методика. Вӑл ВЛКСМ рескомӗн вӗренӳпе меслетлӗх центрӗн директорӗнче вӑй хунӑ. ҪХ, 1998, 44 /, 3 с. Калаҫу урокӗсен меслетлӗхӗ. ЧЧВМ, 1998, 14 с. Ӑна чӑваш чӗлхипе литературин меслетлӗх кафедрин тилхепине шанса параҫҫӗ. Х-р, 28.04.2000, 2 с.
— вӗренӳпе меслетлӗх нушисем (ХК, 1993, 8 /, 8 с.); ӑслӑлӑхпа меслетлӗх центрӗ (Т-ш, 2000, 34 /, 3 с.);
— ҫӗнӗ меслетлӗхе алла ил (А.Леонтьев, 2003, 11 с.).
МЕСЛЕТҪӖ, ҫ.с. Меслетлӗх ӑстаҫи; методист, ӑслайҫӑ. Ӑна [курса] ... чӑваш шкулӗсен кураторӗ В.Егоров меслетҫӗ ертсе пынӑ. Х-р, 23.02.1994, 2 с. Вӑл питӗ пултаруллӑ тӗпчевҫӗ тата меслетҫӗ пулнине ҫирӗплетсе пачӗ. Х-р, 24.01.1998, 5 с.
— вӗрентекен меслетҫӗ (ЧТ, 28.02.1998, 3 с.).
МЕТЕОСИСӖМЛӖ, ҫ.с. Ҫанталӑк улшӑннӑ вӑхӑтра аптӑракан. Метеосисӗмлӗ ҫынсемшӗн атмосфера фрончӗсем, циклонсем тата антициклонсем ҫинчен пӗлни ... кирлӗрех. С-х, 2000, 35 /, 1 с.
МЕХПАРК, п.с. Машинӑсемпе механизмсене усрамалли тата юсамалли вырӑн; механизациленӗ парк. Механизаторсем, авӑ, мехпаркран хӑйсем тӳрӗ ҫул хывнӑ. К-н, 1981, 24 /, 10 с. Мехпарксенче трактористсем ҫуракисенче йӑшнӑ ДТсене, беларуҫсене юсаҫҫӗ. Г.Краснов, 1985, 3 с. Мехпарк картишне трактор кустӑрми пӑрахнӑ, ун ҫине двигатель кӑларса хунӑ. ХС, 1999, 15 /, 2 с.
МЕЦЕНАТЛӐХ, ҫ.с. Пуян ҫынсем ӑслӑлӑхпа ӳнере (туп.) таса кӑмӑлпа (пайталанмасӑр) пулӑшни. Раҫҫей пуянӗсен революциччен вӑйлӑ сарӑлнӑ меценатлӑхӗ ҫӗнӗрен ҫӗкленнине кӑтартакан тӗслӗх ку. Ар, 2002, 36 /, 1 с.
МЕШЕХЕ, ч.с. Йӑла-йӗрке, йӑла-сӑлай, халӑх хавалӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе ҫыхӑннӑ ҫак мешехесем (йӑласем) Чӑваш хут-лӑхне килсе кӗни нумаях та пулмасть-ха. ХШ, 1993, 5 /, 71 с. Сасӑ парать пытару мешехи... К.Бельман, 1999, 126 с. Ӗмӗрсен мешехи [Пуҫелӗк]. Ар, 2001, 18 /, 1 с.
— туй мешехи (Я-в, 1946, 10 /, 27 с.; В.Садай, 1982, 169 с.; ЧС, 1994, 8 кл., 19 с.); кӗлӗ мешехи (М.Скворцов, 1985, 19 с.); мунча мешехи (ЧС, 1993, 10 кл, 147 с.); кӗреке мешехи (ТА, 2000, 2 /, 71 с.); хутшӑну мешехи (У-ц, 2001, 38 /, 3 с.).
МЕЩЕНЛӖХ, п.с. Ӑс-хакӑл нишлӗхӗ; мещен йӑли-сӑлайӗ. Виҫӗ уйӑх пурӑнтӑмӑр унпа, телефон юпи ҫумне хушса кӑна кӗвӗҫмерӗ. Ку вӑл мещенлӗх. А.Емельянов, 1975, 97 с. Анна ултавҫӑсен ҫулне пӳлет, мещенлӗхе хирӗҫ тан мар ҫапӑҫӑва тухать. ЧС, 1994, 9 кл., 352 с. Ҫеҫпӗл хӑй мещенлӗхе хирӗҫ кӗрешетӗп тесе шутланӑ. ҪХ, 1997, 50 /, 8 с. [К.Иванов режиссер] мещенлӗхе, вак-тӗвек харкашӑва, эгоизма тӳсме пултарайман. Х-р, 9.01.2002, 4 с.
— мещенлӗх кирӗкӗ (С.Шавлы //К-н, 1959, 11 /, 5 с.); мещенлӗх авӑрӗ (Ю.Артемьев, 1980, 4 с.); мещенлӗх кӑмӑски (К-н, 1983, 19 /, 2 с.); мещенлӗх лачаки (Г.Федоров, 1996, 172 с.); мещенлӗх мӑкӗ (Ю.Айдаш, 1991, 29 с.); мещенлӗх палли (ЧЛ, 1994, 11 кл., 224 с.);
— ВЧС, 1971, 343 с.; ЧВС, 1961, 234 с.; Егоров, 1954, 115 с.
МӖНШӖНККЕ, ҫ.с., шӳтл. Пӗрехмай ыйту парса аптӑратакан, пӗлесшӗн ҫунакан пӗчӗк ача. Иван Чермаков ... «Курӑнман суран» тата «Мӗншӗнкке» кӗнекесем кӑларнӑччӗ. Т-ш, 2000, 5 /, 6 с.
МӖСКӖНЛЕТ, п.в. Мӗскӗнле, мӗскӗнлентер, мӗскӗне кӑлар; кӑрӑслантар. Шеллени те ҫынна мӗскӗнлетет. Г.Ефимов, 1984, 147 с. Тӗрӗссипе вара пенсионерсене кӗлмӗҫ укҫи ҫеҫ параҫҫӗ, ҫакӑ пенсионерсене татах мӗскӗнлетет. Ч-х, 1999, 27 /, 2 с.
МИКРОКАЛЬКУЛЯТОР, ҫ.с. Чиксе ҫӳреме меллӗ пӗчӗк калькулятор (туп.). Эпӗ микрокалькулятор тытмасӑрах, логарифм линейкипе кӑна ... район комплексӗ миҫе миллион тенкӗ тӑкак кӳнине шутласа кӑларма пултаратӑп. А.Емельянов, 1990, 218 с. Микрокалькуляторпа ... ӗҫлӗр, хушӑр, кӑларӑр, хутлӑр, пайлӑр. ЧЧ, 1998, 6 кл., 91 с.
МИКРОХИРУРГИ, ҫ.с., мед. Организмри пӗчӗк тытӑмсене (тӗсл., куҫа) микроскоппа тата ятарлӑ инстру-ментсемпе усӑ курса сиплени. Финсем Шупашкарта Пӗтӗм Союзри куҫ микрохирурги центрӗн филиалне турӗҫ. Я-в, 1991, 8 /, 9 с. Конгресс делегачӗсем «Куҫ микрохирургийӗ» комплексра та пулса курчӗҫ. Х-р, 13.10.1992, 1 с. Сирӗн ҫырӑва куҫ микро-хирургийӗнче ӗҫлекен С.Сусликов хуравлать. Т-ш, 2000, 34 /, 10 с.
МИКРОХУМ, ҫ.с., физ. Пӗчӗк хушӑллӑ (диапазонлӑ) электромагнитлӑ хум; чиксӗр пысӑк тӑтӑшлӑх. Микрохумпа ӗҫлекен кӑмакара апат хатӗрлетӗр пулсан, унти температура 70 градусран кая ан пултӑр. С-х, 1999, 26 /, 3 с. Сотовӑй телефонпа калаҫнӑ чухне микрохум пайӑрки пуҫ купташкипе пуҫ мимине кӗрет. С-х, 2000, 37 /, 1 с.
— микрохумлӑ кӑмака (ХС, 1999, 130 /, 2 с.).
МИНЕТЛӖН, п.с. Пархатарлӑн, сӑваплӑн, чыслӑн. Пӗтӗм ҫут тӗнче кашни ирех, ӗҫ пуҫличчен, минетлӗн тӑвать-ҫке хӑйӗн чыслӑ йӗркине. Ю.Сементер //К-н, 1982, 5 /, 6 с. Калаҫнӑран-и танлӑн та минетлӗн ... вӑл курӑнать мӑнаҫлӑ та килпетлӗ. А.Смолин, 1999, 95 с.
танл., минетлӗ (Ашмарин, VIII, 244 с.).
МИНЕТЛӖХ, ҫ.с. Пархатарлӑх, сӑваплӑх, чыслӑх. Янкас ятулӑхне, Митта минетлӗхне... алла илесчӗ теҫҫӗ сӑвӑҫсем. Ю.Сементер, 1991, 211 с. Минетлӗхпеле ӑшӑ пиллӗх кирлех. А.Смолин, 1999, 243 с.
МИНИ-АБОРТ, ҫ.с. Ҫие юлнӑранпа кӑшт вӑхӑт иртсенех (тӗвӗ аталанӑвӗн пуҫламӑш тапхӑрӗнчех) хырӑм пӑрахни. Мини-аборт ҫине ытла та ҫӑмӑлттайла пӑхаҫҫӗ. ҪХ, 1996, 2 /, 5 с. Ҫие юлни 6 эрне ҫитиччен ҫеҫ эмелсемпе усӑ курса мини-аборт тӑваҫҫӗ. ЧХ, 2002, 51 /, 3 с.
МИНИ-ВӐРҪӐ, ҫ.с. Пӗчӗк вӑрҫӑ, кӗске вӑрҫӑ. Ҫавна тунӑ пулсан, тен, хальхи «мини-вӑрҫӑ» пыман та пулӗччӗ. Х-р, 12.02.1997, 2 с.
МИНИ-ЗАВОД, ҫ.с. Пӗчӗк хӑватлӑхлӑ завод. Саккунсӑр мини-заводсене пӗтерме республикӑра [Чечняра] 5 ҫынран тӑракан ятарлӑ штаб туса хунӑ. Х-р, 25.02.1997, 3 с.
МИНИ-ТРАКТОР, ҫ.с. Уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗнче усӑ курма меллӗ пӗчӗк трактор. Укҫа хывӑрмини-трактор пулать. [Пуҫелӗк]. Х-р, 29.10.1992, 2 с.
МИНИ-ФЕРМА, ҫ.с. Выльӑх-чӗрлӗх тытма йӗркеленӗ хушма хуҫалӑх; пӗчӗк ферма. Шкул ҫумӗнчи мини-фермӑра 4 ӗне, 3 сысна ами, 5 вӑкӑр тытаҫҫӗ. ҪХ-рӗ, 8.12.1999, 2 с.
МИНИ-ФУТБОЛ, ҫ.с. Сахалрах йышпа тата пӗчӗкрех уйра вылямалли футбол вӑййи. «Волжанка» спортклубӑн ... команди Одессӑра мини-футболӑн Пӗтӗм Союзри финалӗнче ӑмӑртнӑ. КЯ, 6.04.1990, 4 с. Раҫҫей команди Европӑн мини-футбол чемпионатӗнче выляма тивӗҫлӗ пулнӑ. Т-ш, 1999, 2 /, 3 с. Чӑваш Енре мала тухассишӗн мини-футбол чемпионачӗ пуҫланнӑ. Х-р, 16.03.2000, 4 с.
— мини-футбол турнирӗ (Х-р, 20.02.1996, 4 с.; Х-р, 18.03.1997, 4 с.); мини-футболла выля (Х-р, 15.08.2000. 4 с.).
МИНРЕВ, ҫ.в. Анӑрани, анкӑ-минкӗленни, аптӑрани; минтев, минкрев. Сывлӑх тӗревӗ — ӗҫре, чир минревӗ — ӗҫкӗре. К-н, 1985, 21 /, 8 с. Вылять иртсе кайнин ултав минревӗ. Г.Ирхи, 1991, 56 с. Пире такам та таптать, ҫӑрать, лӳчӗркет. Ҫав минреврех чӗрӗлетпӗр, чӗрӗлсех тӑрас тесе тапкаланатпӑр. Х-р, 6.06.1997, 2 с.
— тӑн минревӗ (ПВЧКС, 2000, 40 с.).
МИРАВАЙ, ч.с. е МИРАВАЙ СУДЬЯ (МИРОВОЙ СУДЬЯ), ҫ.я. Кӑткӑс мар тавӑҫсене (туп.), ҫирӗп яваплӑхпа (ответлӑхпа) ҫыхӑнман суд ӗҫӗсене пӗчченех татса паракан тӳре (туп., 1). «Чӑваш Республикинчи мировой судьясен должноҫӗсене тата суд участокӗсене туса хурасси ҫинчен» калакан саккун проекчӗ. Х-р, 13.11.1999, 1 с. Ҫӗршыври суд тытӑмлӑхӗ миравай судьясемпе пуянланчӗ. Х-р, 31.01.2001, 2 с. Чӑваш Енре, пӗтӗм Раҫҫейри пекех, кӑҫал миравай судьясен тытӑмӗ ӗҫлеме тытӑнчӗ. Х-р, 19.10.2001, 1 с.
МИСС, ҫ.п. Илемлӗх е ӑсталӑх конкурсӗнче мала тухнӑ хӗр; пике. Нумаях пулмасть хӗрсем «Выл тӑрӑхӗнчи мисс 98» ятне ҫӗнсе илессишӗн кӗрешнӗ. ҪХ, 1998, 22 /, 5 с. Шура Петрова «Тӗнче мисӗ» ята илме тӑрӑшрӗ ... «Хыпар» мисӗ» ята вара Е.Глухова тивӗҫрӗ. ҪХ, 1999, 49 /, 2 с. Ҫулсерен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ миссем тупӑнчӗҫ. ҪХ, 2000, 38 /, 4 с. «Пулӑҫӑ-мисс» ҫичӗ ҫулта [Пуҫелӗк]. Х-р, 2.07.2002, 1 с.
— Раҫҫей мисӗ (ҪХ, 1998, 48 /, 4 с.); «Мисс-Шейпинг—94» конкурс (Х-р, 16.03.1994, 4 с.); «Чӑваш Ен мисӗ—2000» конкурс (Х-р, 20.06.2000, 2 с.).
МИТТАЛӐХ, п.с. Чун хавалӗпе тата кӑмӑл-сипетпе (туп.) Митта Ваҫлейӗ пек пулни. Сӑпайлӑх, чӑтӑмлӑх, ҫынлӑх, чунлӑх. Ҫак сӑмахсем пӗр сӑмахрамитталӑхрашӑранса-пӗтӗҫсе конкретлӑх тупрӗҫ. Митталӑх... Мӗн тери ҫитмест вӑл пире тепӗр чухне! Н.Исмуков, 1990, 94 с. В.Юмартӑн пултарулӑхӗ митталӑха пуянлатрӗ, аталантарчӗ. Унӑн сӑввисенче Митталла кӑмӑл тасалӑхӗ, сӑпайлӑхӗ, ҫирӗплӗхӗ, шухӑш тарӑнлӑхӗ, чӗлхе тирпейлӗхӗ вӑйлӑ сисӗнет. Г.Юмарт //ЧТ, 28.02.1998, 3 с.
МИХ, ҫ.с., кӗск. Халӑха информацилекен хатӗрсем (пичет, радио, телевидени т.ыт.); массӑллӑ информаци хатӗрӗ. «Ҫӳлтисем» витӗм кӳме тӑрӑшнӑ пулин те, МИХ ертӳҫисем пурте вырӑнтах юлчӗҫ. Х-р, 27.02.1997, 3 с. Раҫҫейре МИХ енӗпе патшалӑх политики нихӑҫан та пулман. Х-р, 2.10.1998, 1 с.
— МИХ рынокӗ (Х-р, 2.10.1998, 1 с.); МИХсен рынокӗ (ҪХ, 2000, 30 /,3 с.); МИХсенче ӗҫле (Х-р, 15.08.2000, 4 с.);
— XXI ӗмӗрти МИХ (Х-р, 7.05.1998, 4 с.); округри МИХсем (Х-р, 20.09.2001, 1 с.); тӗнчери МИХсем (Х-р, 21.09.2001, 2 с.).
МИШАВАЙ, ч.с. Ҫӗрпе усӑ курассине йӗркелесе пыракан ятарлӑ ҫын; ҫӗр йӗркелӳҫи. Ҫӗрйӗркелекен (мишавай) районти администраци аппаратӗнче пултӑр. Х-р, 16.09.1992, 1 с. Чӑваш мишавайӗсем Йошкар-Олара вӗренӗҫ [Пуҫелӗк]. Х-р, 16.07.1997, 2 с. Мишавайсен канашлӑвӗ Ильинкӑра иртрӗ [Пуҫелӗк]. ҪЯ, 10.07.1999, 1 с.
МОБИЛЬЛӖ, мобильлӗ телефон, ҫ.я. Куҫӑмлӑ телефон туп.
МОБИЛЬНИК, ҫ.с., калаҫ. Куҫӑмлӑ телефон (туп.). Генерал, мобильник кӑларса, чарӑнма ыйтрӗ, «Айккинерех пӑрӑнӑр-ха...». ПП, 2000, 7 /, 2 с. Вӑл [прибор] ... арҫыннӑн мобильникӗ е пейджерӗ ҫине тивӗҫлӗ сигнал яма пултарӗ. ҪХ, 2002, 6 /, 11 с. Кӗсьере мобильник пулсан мӗнле саккун кирлӗ-ха. Х-р, 25.07.2000, 3 с.
— мобильникпа шӑнкӑравла (Х-р, 25.07.2000, 3 с.); мобильникпа калаҫ (ҪХ, 2003, 8 /, 11 с.).
МОДЕЛЬ, ҫ.п. Модельерӑн ҫӗнӗ ӗлкеллӗ тумтирне тӑхӑнса халӑха кӑтартакан йӑрӑс ҫын; манекенщик, манекенщица. Вӑл Америкӑри чи сумлӑ модель агентствипе контракт тунине пӗлетпӗр ӗнтӗ. ҪХ, 1999, 10 /, 2 с. Линда «Слава Зайцев килӗ» фэшн-кафере модель пулса «Натюр-шоу» фирма тумӗсемпе куракансене паллаштарнӑ... Модель рольне Линда аван вылянӑ. Т-ш, 1999, 12 /, 11 с. Шурӑна ... тепӗр паллӑ моделӗн М.Рузаевӑн килӗнчен илсе тухса кайнӑ. ҪХ, 2000, 38 /, 4 с.
МОДЖАХЕД, ҫ.с. Ислам идеалӗсемпе витӗнсе политика тӗллевӗсемшӗн ҫапӑҫакан ҫын; афган партизанӗ. Йӗри-тавра хӗҫ-пӑшаллӑ моджахедсем пулнӑ. Х-р, 15.06.1995, 4 с. Массуд-Раббани моджахечӗсем Наджиба ҫӗнтерсе Кабул хулине тытса илсен [А.Дустум] вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Х-р, 11.02.1997, 3 с. Вӑрҫӑпа хавхаланнӑ моджахедсем хӑйсене пулӑшакан Исламабад ҫинчен мансах кайнӑ. Х-р, 5.10.2001, 2 с.
— таджик боевикӗсемпе афган моджахечӗсем (Х-р, 4.08.1993, 2 с.; ҪХ, 2000, 14 /, 2 с.);
— моджахедсен снайперӗ (Х-р, 15.06.1995, 4 с.).
МОНЕТАРЛӐ, монетарлӑ политика, ҫ.я., экон. Инфляцие чакарас тӗллевпе патшалӑхри укҫа-тенкӗ хисепне тавар йышӗпе шайлаштаракан, бюджет сферине хӗсекен экономика политики; ҫара рынок политики. Аргентина, ҫирӗп монетарлӑ политикӑпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, хӑйне япӑхах туймасть. Х-р, 2.10.1998, 3 с.
— Е.Гайдарӑн монетарлӑ политики (Ч-х, 1999, 13 /, 2 с.).
МОНИТОР, ҫ.с. 1. Техн. Электронлӑ тӗрӗслев хатӗрӗ. Монитор экранӗ ҫинче тӳрех [водителӗн] юнра мӗн чухлӗ алкоголь пулни палӑрать. КЯ, 30.09.1990, 4 с.
2. Информ. Компьютерти информацие экран ҫине кӑлармалли тытӑм; видеодисплей (туп.). Компьютер вӑййисем варачӑн-чӑн хобби. Монитор умне ларать техӑваласа яраймӑн. ҪХ, 1998, 47 /, 8 с. Автомобиль патне мониторсем йӑтнӑ каччӑсем тухса тӑнӑ. ҪХ, 2001, 14 /, 4 с.
МОНИТОРИНГ, ҫ.с. Ҫут ҫанталӑкри е обществӑри пулӑма, лару-тӑрӑва сӑнаса тишкерни тата унӑн пуласлӑхне палӑртни. Экологи министерствин мониторинг центрӗ. ҪХ, 1997, 28 /, 1 с. Халӗ социаллӑ-гигиенӑллӑ мониторинг ирттереҫҫӗ. Ӑна тӗпе хурса ... республикӑра пурӑнакансен сывлӑхне прогнозлама пулать. Х-р, 4.10.2000, 4 с.
— ҫӗрӗн мониторингӗ (Х-р, 25.11.1992, 6 с.).
МОНОЛИТЛӐ, монолитлӑ ҫурт, ҫ.я. Шӗвек бетон тултарса капашланӑ ҫурт; капламлӑ ҫурт. Монолитлӑ ҫуртри икӗ пӳлӗмлӗ хваттер. Х-р, 3.09.1992, 1 с. Горький-Гузовский урамӗсен кӗтесӗнче 224 хваттерлӗ монолитлӑ ҫурт тӑваҫҫӗ. Х-р, 20.10.1993, 1 с.
МОНСТР, ҫ.с. Элес-мелес капашсӑр япала; йӗлмевӗс, ҫам. «КПСС» ятлӑ монстр наци ыйтӑвӗпе тунӑ ҫылӑхсене вӑл [истори] каҫармастех. Х-р, 25.09.1996, 2 с. Халӗ пирӗн ял вырӑнӗнчемонстр-комбинат. Ч-х, 1999, 14 /, 5 с. Влаҫа «тапаланакансем» Коммунистсен партийӗн ертӳҫинчен темӗнле монстр сӑнарне калӑплас тесе ... тума пултарайманнине те турӗҫ. Ч-х, 1999, 27 /, 7 с.
МОРАТОРИ, ҫ.п., полит. Патшалӑх пӗр-пӗр ӗҫе пурнӑҫлама вӑхӑтлӑха чарни е тӑхтани. Б.Ельцин ядерлӑ сӑнавсем ирттерес тӗлӗшпе туса хунӑ моратори вӑхӑтне 1993 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗччен тӑсасси ҫинчен калакан Указ ҫине алӑ пуснӑ. Х-р, 21.10.1992, 1 с.
МПУ, ҫ.с., кӗск. М.В.Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗ. Манӑн ӗмӗтМускав, МПУ [Пуҫелӗк]. Т-ш, 1998, 2 /. Маруся МПУ юрфакӗнчен вӗренсе тухнӑ. ҪХ, 1998, 49/, 8 с. Таньӑна МПУн журналистика факультетӗнчен кӑларса яраҫҫӗ. Х-р, 14.03.2003, 3 с.
МТС, ч.с., кӗск. Машина-трактор станцийӗ. Тепӗр самант — техника халӗ питех те хаклӑ пулнине шута илсе ... машина-трактор станцийӗсем (МТС) йӗркелеме пуҫласси. Ҫитес ҫул [республикӑра] тӗслӗх вырӑнне 2—3 МТС туса хурасшӑн. Ку ӗнтӗ хӑйне евӗр «васкавлӑ пулӑшу» станцийӗсем пулӗҫ. Х-р, 13.10.2000, 1 с. Хальхи МТСсем... тырӑ вырса панӑшӑн хуҫалӑхран 60 процент натура ыйтаҫҫӗ. Х-р, 6.02.2003, 1 с.
— Ишлей МТСӗ, Муркаш МТСӗ (Х-р, 29.05.2001, 3 с.).
— МТС директорӗ (ПҪ, 23.04.2003, 2 с.).
МУЗЕЙҪӐ е МУЗЕЙҪӖ, ҫ.с. Музейра ӗҫлекен ҫын; музей ӗҫченӗ. Экспонатсен фондне пуянлатасси, экспозицисене ҫӗнетессиакӑ мӗнле тӗллевпе тӑрӑшаҫҫӗ Елчӗкри музейҫӗсем. КТХП, 2000, 3 /, 2 с. Интервьюра ... тӑлмачсем, музейҫӑсем хатӗрлес ӗҫе пуҫарасси ҫинчен каланӑ. АМХ, 2000, 8—10 /, 7 с.
МУЛКАЧ, п.п., калаҫ. Автобус-троллейбусра билет илмесӗр вӑрттӑн-хӗрттӗн ҫӳрекен ҫын; билетсӑр пассажир. [Шоферӑн] чӗрре кӗме сӑлтавӗ те пулнӑ иккен. Автобусра тӑхӑр «мулкач» хӗсӗнсе пынӑ. К-н, 1984, 4 /, 9 с. Кӗҫех контролер «мулкачсене» шыра пуҫларӗ. К-н, 1986, 16 /, 4 с. «Мулкачсен» йышӗ хушӑннӑ ӗнтӗ. Контролерсем те тытса ҫитереймеҫҫӗ вӗсене. Х-р, 21.03.1992,1 с. «Мулкач» кондуктора ҫаратнӑ [Пуҫелӗк]. ҪХ, 2000, 37 /, 4 с.
— ик ураллӑ «мулкачсем» (К-н, 1986, 22 /, 7 с.).
МУЛЬТИК, ҫ.с., калаҫ. Мультипликаци (анимаци) филь-мӗ; мультфильм. Пепкеҫӗм утать-ҫке манмультик [текстра, мульттик] пекех туйӑнать. А.Т-Ыхра, 1998, 29 с. Сенкер экран умӗнчен каҫченех уйрӑлмӗччӗҫ, мультик хыҫҫӑн мультик пӑхӗччӗҫ. Т-ш, 1999, 32 /, 6 с. Шӑп ҫав мультикпе ӗҫленӗ вӑхӑтра мана ресторанта ... курнӑ. Х-р, 14.09.2001, 4 с.
— тӗрлӗ мультик-пультик (Ар, 2001, 34 /, 4 с.)
МУМИЕ, ҫ.с. Организма хавал кӳрекен сӑмала евӗрлӗ хутӑш; ту бальзамӗ. Мумие ту ҫурӑкӗсенчен юхса тухать... Шӗпӗнсене мумиепе пӗтермелли меслет питӗ ансат. ҪХ, 1999, 6 /, 5 с. Аллергие хирӗҫ кӗрешме пулӑшакан хӑватлӑ меслетсенчен пӗри... вӑл — мумие. С-х, 2000, 9 /, 1 с.
МУНИЦИПАЛЛӐ, п.с. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх (самоуправлени) органне пӑхӑнакан, муниципалитет харпӑрлӑхӗ шутланакан. Муниципаллӑ пӗрлешӗвӗн Устав пур. Х-р, 3.04.1996, 2 с. Район самоуправленийӗн пуҫлӑхӗ... муниципаллӑ предприятисен ертӳҫисене контрактпа уйӑрса лартать. ЛҪ, 12.09.1996, 3 с. Ял совечӗсен территорийӗнче муниципаллӑ пӗрлӗхсем пулаҫҫӗ ... Муниципаллӑ пӗрлӗхӗнхӑйӗн харпӑрлӑхӗ тата бюджечӗ. ХС, 1999, 14 /, 1 с.
МУНЧАҪӐ, п.с. Мунчара ӗҫлекен ятарлӑ ҫын. Шӑпӑр тӑрса юлчӗ милӗкрен, илтерет мунчаҫӑ пилӗкрен. С.Шавлы //К-н, 1972, 13 /, 10 с. Пӗр юлташӑм манӑн «Чувашия» санаторипе курорт комплексӗнче вӑй хурать. Мунчаҫӑ вӑл... Тӗрӗсрех каласан, вӑлмилӗкҫӗ. Мунчана пыракан тетесемпе аппасене техӗмлӗ хурӑн-юмансемпе ислетекен. ҪХ, 1999, 6 /, 5 с.
МУСӐК, п.в. Музыка, кӗвӗ-ҫемӗ, кӗвӗ-юрӑ. Сывлӑша ҫурайрӗ мусӑк... П.Хусанкай, 1968, 99 с. Ах, мӗнпе-ши вӑйлӑҫын. Хуравлать, ав, клавесин, «Мусӑкпа, тет, мусӑкпа!» Г.Айхи, 1988, 42 с. Ак, мусӑк пек, черккесем те янрарӗҫ. Бельман, 1999, 25 с.
— мусӑк тӗпчевӗ (Х-р, 17.05.2003, 2 с.);
— Ашмарин, VIII, 275 с.
МУСӐКҪӐ, п.в. Музыкант, музыкҫӑ; кӗвӗ-ҫемӗ (туп.) ӑсти. «Турӑ хӗлхемӗ» тенӗ авалхисем... Пӗрне вӑл сӑвӑҫ е художник, теприне мусӑкҫӑ е тухтӑр ... пулма хистет пулӗ. П.Хусанкай, 1977, 277 с. А.Осиповпа Ю.Кудаков мусӑкҫӑсем ... каҫа кӗвӗ-юрӑпа илемлетрӗҫ. Х-р, 13.11.1999, 6 с. Мусӑкҫӑсем, тачӑрах эсир ларӑр. Бельман, 1999, 20 с.
— учитель-мусӑкҫӑ (А-и, 1991, 5 /); пӗве кӗмен мусӑкҫӑ (Г.Федоров, 1996, 61 с.); юрӑҫсемпе мусӑкҫӑсем (Х-р, 27.03.1997, 4 с.); юратнӑ мусӑкҫӑ (Ар, 2002, 36 /, 2 с.).
МУСС, ҫ.п. Ҫӳҫе майланӑ чухне пӗрӗхтермелли кӑпӑк. Ҫӳҫе тасатса вырттарма шампунь, лак, мусс туянчӗ. ЧХ, 1999, 28 /, 5 с.
МУСУЛЬМАНЛАН е МӐСӐЛЬМАНЛАН, п.с. 1. Ислам тӗнне йышӑн, мӑсӑльмана (мусульмана) тух. Пыра-киле монгол-тутар мӑрсисемпе пӑлхар турханӗсем хушшинче уйрӑмлӑх пӗтсе пынӑ, мӗншӗн тесен лешсем те, кусем те мусульманланса кайнӑ. И.Кузнецов, 1962, 29 с. Мусульманланнӑ чӑвашсем хӑйсен ятне ҫухатнӑ, «тутар» ятпа ҫӳреме пуҫланӑ. Х-р, 17.03.1992, 5 с.
2. Мӑсӑльмансен евӗрлӗ пул, мӑсӑльманпа пӗр пеклен. Мӑсӑльман тӗнӗ сарӑлма пикенсенятсем те мӑсӑльманланаҫҫӗ. Х-р, 16.05.2002, 3 с.
МУФТИ (МУФТИЙ), п.с. Пӗр тӑрӑхри мӑсӑльмансен тӗн тата юридици (право) ыйтӑвӗсене татса паракан пуҫлӑхӗ. Пӗчӗк ялӑн пысӑк уявне Чӑваш Республикинчи мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Альбир Крганов муфтий уҫрӗ. Х-р, 25.07.2000, 4 с. Республикӑри мӑсӑльмансен муфтийӗ А.Крганов. ҪХ, 1999, 11 /, 3 с. Чӑваш Республикинчи мӑсӑльмансен управленийӗн пуҫлӑхӗ А.Крганов муфти. Х-р, 25.05.2001, 1 с.
МУЭДЗИН (МУЭЗЗИН), п.с. Мечӗт тӑррине (минарета) улӑхса мӑсӑльмансене кӗлле йыхӑракан — асан калакан — ятарлӑ ҫын; асанҫӑ. Ибн Русте «пӑлхарсен пысӑк пайӗ ислама тытса пырать, вӗсен мечӗтсем, мӑсӑльман шкулӗсемпе муэззинсем пур» тесе пӗлтерет. В.Каховский, 1984, 122 с. Мечӗт тӑрринчен муэдзин кӗлле чӗнет. Х-р, 18.09.1992, 4 с.
МЭТР, п.с. Ӳнерте (искусствӑра), литературӑра е ӑслӑлӑхра палӑрнӑ чаплӑ ҫынсене хисеплесе чӗнмелли сӑмах; вӗрен-текенӗмӗр. Ку автора [Д.Гордеева] критика юлашки ҫулсенче мэтрсен е, урӑхла каласан, вӗрентме те пултармалли ӑстасен ретне кӗртнӗ ӗнтӗ. Ю.Артемьев, 1991, 94 с. Кунашкал рекорд Голливуд мэтрӗсен те пулман! ҪХ, 2000, 5 /, 5 с.

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-19 22:59:50 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4465 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем